Çураличчен мана валли...

* * *
Çураличчен мана валли,
пĕлмен-ха эп, такам хăварнă
кăкăр тулли сывламалли,
кашни кунах пурăнмалли,
ман çул çине кавир те сарнă.
 
Тĕлĕнмелле чечен кавир!
Пин тĕс хушса, ăна Вăл тĕртнĕ.
Епле хитре вăрман, уй-хир!
Салам сана, хĕвеллĕ ир!
Çак çăтмаха мана Вăл кĕртнĕ.
 
Йĕри-тавра пăхать те куç
ман чунăма сĕнет илемлĕх.
«Упра ăна!» – калать ăспуç.
Юратнă Туррăм, тавтапуç!
Мана валли сăрт-ту, тӳремлĕх…
 
Ытарайми паха парне!
Алла тытма ăна хăратăп:
тавăрас çук мĕн пулнине,
ăçта хурас çылăхсене?
Чĕмсĕрленсе хытса тăратăп…
 
Куç умĕнчех ӳсентăран
типсе, хăрса таçта çухалчĕ.
Çунать уй-хир, çунать вăрман.
Сахалланать илемлĕх ман!..
Тур хушнипе тĕнче хуралчĕ.
 
19.06.2019 09:05
Сергиев Посад