"Пирĕн пурнăç илемĕ малта..."

* * *
«Пирĕн пурнăç илемĕ малта –
кĕтме пĕл, шанчăка ан çухат», –
янăрать çĕнĕ юрă таçта.
Тӳпере явăнать ав хăлат.
 
Юхса кайрĕ шывпа çуркунне.
Шыв пекех çухалаççĕ çулсем.
Алăка шаккама, кĕркунне,
тăхтасам, ман пÿрте ан кĕрсем!
 
Эп кĕтетĕп, кĕтетĕп çаплах
чечен хĕр пек чипер телее.
«Нихăçан та кĕтме ан пăрах;
курнăçсассăн, вăл тăвĕ плие», –
 
шантарса калаçать манпала
пирĕшти е ултавçă-шуйттан.
Эп утап малалла, тăвалла.
Хутаçра-ха ман çуккă шăрттан,
 
çĕрулми çеç, чул пек сухари.
Шанчăкпа хăватланнă чĕрем
ывăнмасăр тата таптăр-и!
Çăмăлланĕ вара ман çĕклем…
 
18.06.2019 20:00
Сергиев Посад