Пурăнма паратăн сывлăх...
* * *
Пурăнма паратăн сывлăх,
сывлама паратăн сывлăш,
савăнмашкăн – çутçанталăк,
ĕçлемешкĕн – ултă талăк,
итлеме – чи лайăх сасă –
усалне кăна ан асăн.
Тĕрлĕрен илем – курмашкăн.
Çĕр çинче вара ан ашкăн.
Çынсене эс ырă турăн –
кăмăлĕ тулать пуль Турăн.
02.06.2019 18:45
Сергиев Посад