Çаврăнса пăхатăп та куратăп:... Источник: https://poembook.ru/poem/add
* * *
Çаврăнса пăхатăп та куратăп:
пĕчĕк çеç ача упаленет.
Тем сиссе пуль тинкерсе сăнатăп:
акă вăл вăраххăн çĕкленет.
Ман енне утасшăн васкамасăр,
ӳкесрен те пĕртте хăрамасăр.
Кĕç уттийĕ унăн çирĕпленчĕ.
Ылтăн çӳç çывхарчĕ çар уран.
Утас çулĕ хăмăлпа пĕркенчĕ,
урине юнларĕ, ав, суран.
Суранне витет, сиплет юн курăк,
çĕлемесĕр питĕрĕнчĕ çурăк.
Ман патах арçын ача чупасшăн.
Ах, мĕн-ма-ши питĕ вăл васкать?
Кăшкăратăп: «Ан васка, тархасшăн!»
Вăл татах та хăвăртрах чупать!
Аллăм, аллăм, хăлхана хăть чĕпĕт!
Ача мар ку – сар сухаллă йĕкĕт!
Çаврăнса пăха-пăха утатăп.
Сар сухал мар халĕ – шур сухал.
Ун çине пăхса, хама куратăп:
çӳçĕ манăнни пекех сахал…
Ку ман ватлăх нимĕн шарламасăр
юнашар утать, патак тытмасăр…
02.06.2019 18:10
Сергиев Посад