Пĕччен чухне тунсăхласа...

* * *
Пĕччен чухне тунсăхласа
чӳречерен пăхса ларатăп.
Ачалăхăм килет аса,
анчах аса илме хăратăп.
 
Ним юлмиччен хаяр пушар
тăват килтен ун чух кĕл турĕ.
Пахча карти çеç юнашар –
апи çапах час-час кĕл турĕ.
 
Çӳлти Атте ун кĕллине,
тен, тимлесе вăрах итлерĕ –
эпир вара колхоз çуртне
çав çул вырнаçрăмăр пĕрерĕн.
 
Мунча пек пысăк мар пӳртре,
ах, сакăр çын епле вырнаçнă?..
Çӳл тӳпене пăхма хитре!
Эп пĕчченех тулта çĕр каçнă.
 
Хам выртнă вырăн çийĕнче
çут çăлтăрсем манпа вылятчĕç.
Колхоз ампарĕ çумĕнче
манпа пĕрле кушак выртатчĕ.
 
Кушакăн пĕчĕк çурисем
ман пӳ-сире тупатчĕç ăшă.
Тен, вĕсене курас тесе,
çӳлте шăватчĕ кĕмĕл кăшăл…
 
Сĕтел çинче, ав, çăкăр çук.
Какай яшки – сысна пуссассăн.
Тен, тĕлĕкре куран сĕт-çу,
йĕкел те тутлă, авăртсассăн.
 
Чун савăннă ялан çавах.
Кармал, пĕве пире тăрантнă.
Ача чухнех тытсан çава,
уй курăкне эпир хăратнă.
 
Çу çитнĕ – чупнă çар уран,
çăпатапа хĕлле туслашнă…
Çунашкапа ансан сăртран,
юлташсемпе юр тăрăх ашнă…
 
Ачалăха аса илсен,
чун-чĕрере уяв туятăп.
Бетонлă кирпĕч ачисен
уяв çукран пăшăрханатăп.
 
01.06.2019 22:00
Сергиев Посад