Иккĕленӳ… Пăра пек шухăш...

Иккĕленӳ… Пăра пек шухăш...
* * *
Иккĕленӳ… Пăра пек шухăш
пуç мимине шав пăралать.
Йĕри-тавра пăхма хăрушă:
этемлĕх ухмаха тухать.
 
Çиме çитмест, ĕçме шыв çуккă,
çум пек ӳсет çеç хĕçпăшал.
Малтан пулман чир-чĕр тăруккăн
пин хут ытла тăвать усал.
 
Айван ача, тетте тытсассăн,
ăна ватать ним юлмиччен.
Этем тени, пĕр шутласассăн,
ухмах ача çак Çĕр çинче.
 
Çĕр-амăшне вăл вĕлересшĕн:
кăшлать, çиет, юнне ĕçет,
хăйне те çĕçĕпе чикесшĕн…
Тата мĕн пулĕ – кам пĕлет?!
 
Тур аллинче хăватлă пушă,
тен, вăл сыватнă, сыватать?
Йĕри-тавра пăхма хăрушă:
этемлĕх ухмаха тухать!
 
26.05.2019 12:15
Сергиев Посад