Хĕл иртрĕ, çитрĕ çуркунне...
* * *
Хĕл иртрĕ, çитрĕ çуркунне,
хитре юрлаççĕ кайăксем.
Хăй ытамне пуль çĕр-анне
пире илет. Хĕпĕртесем!
Симĕсленет ӳсентăран,
вăл çĕкленет кашни çулах.
Эс çĕнелмешкĕн ма хăран,
çĕклентерет пулсан сăмах?
Вăл вăйлă пулнăччĕ ĕнер,
тата та вăйлăрах паян.
Иккĕленӳ? Ăна хӳтер!
Сăмахпала кăна пуян.
Çу кунĕсем вĕçсе иртеç.
Уй хуралать кĕркуннепе,
чĕвĕлтетсе вĕçмест чĕкеç,
çĕр витĕнет шур кĕрĕкпе…
Мĕн пур пекки çавах пĕтет,
Çĕртен юлать тусан кăна,
сăмах анчах чĕрĕлтерет –
асăрханса юрат ăна.
20.05.2019 16:40
Сергиев Посад