Хăйăр мар, кĕрпеллĕ юр...
* * *
Хăйăр мар, кĕрпеллĕ юр
çил ачийĕн аллинче.
Çил ачийĕн ĕмĕт пур:
шурă пултăрччĕ тĕнче.
Çил ачи, эс çĕр питне
тасатаймăн-ха пĕччен.
Çĕр-анне каять хĕне:
чунĕсем хура çынсен.
Халлĕхе тĕнче хура. Ӳӳ
Тап-таса сенкер тӳпе.
Пуç çапсан куллен Турра,
Çĕр тасалĕччĕ ĕçпе.
12.04.2019
Сергиев Посад