Куçусен асамлă çутине...
* * *
Куçусен асамлă çутине,
сăн-питӳн таса илемлĕхне
ан васка, тархасшăн, çухатмашкăн.
Çунакан вутпа, пике, ан ашкăн.
Çамрăк чух чысна вăрах упра:
хаклăрах пухаймăн эс тупра.
Санпала ялан пулсассăн хĕрлĕх,
икĕ чунăн çирĕпленĕ пĕрлĕх.
Икĕ чун – кăварлă ик чечек,
йĕкĕрлĕ çуралнă çăлтăр пек.
Пĕрлешсе вĕсем пĕр чун пек пулччăр,
кунĕн-çĕрĕн савăнса çеç кулччăр.
Ачаран пулсассăн чун таса,
пурнăçра тĕл пулăн чăн туса.
10.02.2019 18:05
Сергиев Посад