Шуçăм

Шуçăм
Хăйăрлă сукмак çине тухатăп.
Ик енче ӳсмеççĕ хурăнсем.
Хăрамасăр киленсе утатăп.
Ман çине пăхаççĕ пинисем.
 
Хушăран ӳкет те хыр йĕкелĕ,
сывласа илет хура вăрман.
Тайăнса чĕнет такам тенкелĕ:
«Çулçӳревçĕ, васкамасăр кан».
 
Тавтапуç сана канма чĕннишĕн.
Ывăнсассăн, ларăп сан çине.
Малаллах утатăп-ха çĕннишĕн,
йывăçăн сиретĕп туратне.
 
Ман утас енче тӳпе хĕрелчĕ,
пинисем пăхаççĕ унталла:
ылтăн тĕслĕ çаврака икерчĕ
халь чăмасшăн çуллă çатмана.
 
Ман умма тухса тăрать те тинĕс,
тĕкĕр пек йăмăхтарать куçа.
Çуккă çил ачи – шыв çийĕ тикĕс.
Ывăннă хĕвел кунта хуçа.
 
Ылтăн тумтирне хывса пăрахрĕ,
чăмрĕ ăшă, тарăн тинĕсе;
ваннăра пек, çăвăнчĕ, çутатрĕ.
Вăтанмасăр, тусăм, ан тĕсе!
 
Ун çутти ун чух сана та ерчĕ,
тасатса сыватрĕ ман чуна.
Хунарне вара хĕвел сӳнтерчĕ,
вăй пухмашкăн выртрĕ çывăрма…
 
Эп ăна тенкел çинче кĕтетĕп,
ĕçлемесĕр канăп-ха пĕччен…
Пини çийĕн пĕлĕтсем, сисетĕп,
çуталса шăваççĕ инçетрен.
 
Тӳпене пушар пекех хĕм хыпрĕ,
питĕ тутлăн карăнать хĕвел,
пысăк хунарне каллех вăл тытрĕ.
Çутă евĕр эсĕ те çĕнел.
 
Ĕшенмесĕр каялла эп утрăм
кил енне çав ансăр сукмакпах,
вăрмана-и, шухăша-и путрăм.
Тĕксĕм чунăм халĕ çутăрах!
 
05.02.2019 21:25
Сергиев Посад