Каç сĕмлĕхне çутатрĕç çăлтăрсем...
* * *
Каç сĕмлĕхне çутатрĕç çăлтăрсем.
Хăй хунарне çĕклерĕ уйăх.
Тинкерчĕç уçлăха ман куçăмсем.
Тен, ыйхăран вăранчĕ туйăм.
Пӳсĕмсĕрех вĕçетĕп эп çӳле,
ик çунатне сарать ман чунăм;
пике-пирĕштисем манпа пĕрле.
Каç вăхăчĕ – çуталнă кунăм.
Вĕçеп, вĕçеп. Малта çап-çутă шар –
çăтмах ăшне кĕмешкĕн алăк.
Хура мĕлке куратăп юнашар:
чуна çăтасшăн пулĕ тамăк.
Кĕтмен çĕртен кĕрет чӳречерен
выляс шутпа, тен, çил ачийĕ.
Сив çил çинче чĕтренĕрен
каллех вăранчĕ ман пӳ-сийĕм.
Туртса илет чуна вăл хăй патне.
Ăна, палах, çĕр пичĕ çывăх.
Хупатăп васкаса чӳречене:
куçа вĕçсе кĕресшĕн хывăх.
05.02.2019 17:25
Сергиев Посад