Сукмаксемпе чупаттăмăр çарран
* * *
Сукмаксемпе чупаттăмăр çарран.
Вăрман, уй-хир пире кĕтетчĕ.
«Тухасчĕ хăвăртрах ачалăхран»,–
тесе кашни ĕмĕтленетчĕ.
Ялти ачалăх вăхăчĕ, чăн та,
туяттăмăр, вĕçĕ-хĕррисĕр.
Кунсем иртетчĕç ирĕклĕ унта –
çав çулсенчен нихçан ан писĕр!
Ах, çамрăклăх, ăçта сан ĕмĕтӳ?
Ăçта санра тĕнче ытамĕ?
Хăвна шанса тăван пĕтĕмлетӳ.
Халь ĕмĕте чарса тытам-и!
Пăхатăп çаврăнса, анчах мĕн-ма
çухалчĕ хыçалта ман яшлăх?
Кунсен чуппи пуçлать хăвăртланма.
Килсем, юратупа ачашлăх!
Пулса-иртни çухалчĕ инçетре,
пĕр вырăнта канса тăмарĕ.
Йĕри-тавра йăсăрланать тĕтре.
Пулас кунсем те тĕлĕк мар-и?
05.02.2019 15:15
Сергиев Посад