Ĕçӳ çинчен манса кайса...
* * *
Ĕçӳ çинчен манса кайса,
куçусене хупсам,
ирĕклĕхе ан яр ăса,
ыйт эс унран: «Эп кам?»
Чун тĕпĕнче хуллен шыра,
ыраттарать мĕскер.
Курсам: шалта чечен тĕнче,
тулашĕнче – тискер.
Тур парнеленĕ чун хитре,
ан кайтăрччĕ сая.
Пăлхантарни, сирни пире,
ыраттарни – суя.
Йĕри-тавра çынсен сивви,
сан чун-чĕрӳ çап-çут.
Итле: унта тӳпе кĕвви,
çунать асамлă вут.
Чун ăшшине ан хĕрхенсем,
чун çутипе çутат!
Вăранĕç ыйхăран çынсем,
хăрмасть вара турат.
04.02.2019 21:30
Сергиев Посад