Ма итлетĕн юрăç сассине...
* * *
Ма итлетĕн юрăç сассине,
тинкерсе пăхатăн ун çине?
Сасси мар, тумтирĕ хитререх,
а юрри ашакăнни пекех.
Тахçанах пулман эс вăрманта,
чăн-чăн юрăç пурăнать унта.
Кайăксен юрри ку. Итлесем:
Турăна савса юрлаç вĕсем.
Ав, пăхсамччĕ: пĕчĕк çырмара
симĕс курăк уйрăмах çăра.
Çĕрĕн-кунĕн юханшыв юрлать,
Турăпа вăл тăтăш калаçать.
Шăрчăксен концерчĕ те аван:
шăпланса итлет ăна вăрман.
Шăплăха та утнăçем итле –
таврăнмашкăн ан васка киле.
Хваттерте сана мĕскер кĕтет?
Çынсенчен хăрать экран, чĕтрет.
Тамăк пек чăнах этем тĕнчи –
çитĕнесшĕн мар ыраш пĕрчи,
хăратать пăшал сасси ăна,
çавăнпа ӳкет тӳрех шăна.
Тамăк шавĕ пулĕ çĕнтерӳ?
Шăв-шавра чирленĕ сан чĕрӳ.
Сыватаймĕ чĕрӳне попса –
улăха тухсам, çарран чупса.
Çĕнĕленĕ вараланнă юн,
юрлама та пуçлĕ санăн чун.
04.02.2019 12:30
Сергиев Посад