Пире çуратнă çутçанталăк...

Пире çуратнă çутçанталăк...
* * *
Пире çуратнă çутçанталăк.
Эпир ку çĕрĕн ачисем.
Çак тĕнчери пур халăхсем
таçта кайма уçасшăн алăк.
 
Çынна сиен кӳрет çанталăк,
унран юлмаççĕ этемсем,
тăван килте çаплах вĕсем
хăйсен ĕçпе лартаççĕ палăк:
 
е Хиросима, е Арал…
Этем тунин усси сахал.
Хăй вырăнне вăл аркатасшăн,
 
йăнăшсене шута илмест,
пĕрле пулмашкăн вĕренмест,
усал туса кăна пуясшăн.
 
13.01.2019 20:00
Сергиев Посад