Сар хĕр пекех хĕрелчĕ шуçăм...

Сар хĕр пекех хĕрелчĕ шуçăм...
* * *
Сар хĕр пекех хĕрелчĕ шуçăм
çу вĕçĕнче ирпе ирех.
Вăрман варри – чечеклĕ уçăм.
Уçланкăра илемлĕрех.
Хĕвел тухсан, сĕрлет пыл хурчĕ.
Ав, курăнать лесникăн çурчĕ,
йĕри-тавра мĕнчуль вĕлле!
Юханшывра вылять шевле.
Ăна тытас тесе пуль вĕршĕн
шыв çийĕн çиçĕм пек вĕçет,
леш еннелле пăлан ишет…
Епле-ха савăнмăн çак çĕршĕн!
Темскер шыратпăр кăлăхах.
Кунта кăна чăн-чăн çăтмах.
 
13.01.2019 18:00
Сергиев Посад