Пĕчĕкленсе çухалчĕ парăс...

Пĕчĕкленсе çухалчĕ парăс...
* * *
Пĕчĕкленсе çухалчĕ парăс,
ав, горизонтăн хыçĕнче.
Хумсем кăна чупаççĕ харăс.
Тăратăп эп çыран çинче,
 
шур тутăрпа çаплах суллатăп,
юхса ӳкет çĕре куççуль.
Сан сăнуна умра куратăп,
эс ман çинчен шутлатăн пуль.
 
Шыв çийĕн кайăксем вĕçеççĕ.
Пуласчĕ ман чĕкеç, чарлан;
сана курасчĕ ман, итлесчĕ –
инçе çĕрте мана ан ман!..
 
Çулталăк иртрĕ – çуккă парăс.
Ăçта çӳрен, пĕлместĕп эп.
Тулта каллех хурланчăк нарăс –
сана çавах кĕтеп, кĕтеп…
 
13.01.2019 15:10
Сергиев Посад