Канмасăр, çӳллĕ çырантан...
* * *
Канмасăр, çӳллĕ çырантан
шăнкăртатса юхать çăлкуçĕ.
Шывне кăштах çеç тутанан –
сана валли асамлăх уçă!
Ĕçес килмен чухне иртетĕп
ун çумĕпе ялан хуллен,
çĕр утăмран ăна илтетĕп:
юрлать, юрлать вăл тем çинчен!
Улшăнусем пулса пыраççĕ
унта-кунта кашни кунах:
пуяс шутпа пуç çухатаççĕ,
чĕртеççĕ вăрçă кăлăхах.
Çичĕ ютра вăрман çунать-и
е тарăхса вулкан кĕрлет,
е пирĕн самолёт çуначĕ
вĕçев пĕтмесĕр тĕпренет,
е тухăçра çунать-и шуçăм,–
пĕлместĕп эп, кам хушнăран
çапах юхать, юхать çăлкуçăм
канмасăр çӳллĕ çырантан!
13.01.2019 13:35
Сергиев Посад