Юр çăвать çĕр питне хупласа
* * *
Юр çăвать çĕр питне хупласа
вунă пин çул пекех каялла.
Çивиттийĕ шап-шурă, таса.
Эп тăсатăп хĕрелнĕ алла –
юр пĕрчи ал тупанĕ çине
çăлтăр пек васкамасăр ӳкет.
Вăл кунта мĕн тери хитрине
çĕр çинчех манăн чунăм сисет.
Кам-ши, кам, тăрмашса тӳпере,
шур юртан хатĕрлет бриллиант?..
Ан йĕпет ирĕлсе ӳт-тире,
пурăнсамччĕ тата пин самант…
Кашни çын çĕр çинче – юр пĕрчи:
ирĕлетпĕр эпир кашни кун.
Тăхтасам ашкăнма, çил ачи!
Сивĕнме ан васка, вĕри юн!
11.01.2019 18:15
Сергиев Посад