Яштак та çамрăк хурăна ...
* * *
Яштак та çамрăк хурăна
мĕн-ма-ши эпĕ ыталарăм?
Хĕл сиввинчен хăтараймарăм –
ма шанчăк патăм-ши ăна?
Сар кĕпине кĕрхи çилсем
çуркуннеччен хывса илсессĕн,
юр пĕрчисем вĕçсе килсессĕн,
чĕтрерĕç шăннă пӳрнисем.
Витмерĕ шурă кĕрĕкпе
ăна туймасăр хĕл мучийĕ.
Кăштах пăрланчĕ хурăн çийĕ –
сисмерĕ нимĕн те тӳпе…
Вăркăштарать темскер чуна:
эп илеме пулăшаймарăм.
Мĕн-ма-ши хытă ыталарăм
яштак пике пек хурăна?
10.01.2019 23:00
Сергиев Посад