А. С. Пушкин. Пророк
А. С. Пушкин
Пророк
Сар пушхирте туймасăр ним
Ман чун-чĕрем татах аманчĕ.
Ак улт çунатлă серафим
ман çул çине сасартăк анчĕ.
Тĕк пек çемçе аллисемпе
Темскер тăвать ман куçсемпе,
Тен, вĕсене яри уçмашкăн,
Тен, кăйкăр пек инçе курмашкăн.
Хăлхасене вăл сĕртĕнет –
Шăв-шав таçтан та илтĕнет.
Тӳпе чĕтренипе эп пуйрăм.
Пирĕштисем те вĕçнине,
шывра акула ишнине
çумкурăк ӳснине те туйрăм.
Кайран хирсе ман шăлсене,
туртса кăларчĕ чĕлхене.
Вăл кĕнĕ çылăха сисмесĕр.
Ун вырăнне çĕлен сăнни,
çын чĕлхинчен те аванни,
вăл лартрĕ ним те хĕрхенмесĕр.
Кăкăрăма хĕçпе çурса
ман чĕрене туртса кăларчĕ.
Ун вырăнне çулăмланса
сенкер кăвар кĕрсе те ларчĕ.
Пĕр хушă выртрăм вилнĕ пек,
вăрантăм сасă илтнипе:
«Çĕклен, пророк, итленĕ çемĕн
ман ирĕкрен тухса ан тар.
Сан пурнăçра пулсан та темĕн
сăмахпала çынна çунтар».
09.01.2019 14:15
Сергиев Посад