Ф. И. Тютчев SILENTIUM!

Ф. И. Тютчев
 
SILENTIUM!
 
Шăплан, пытан. Ĕмĕтсене
Пытар, сыхла туйăмсене –
Вĕсем çунсан чун тĕпĕнче,
Çуталĕ сан шалти тĕнче.
Вĕсем çутатччăр ир те каç,–
Хуллен килен те – ан калаç.
 
Мĕн калĕ хăй çинчен чĕре?
Сана ăнланмĕç кӳршĕре,
Е ăнланни каять сая.
Пĕлтернĕ шухăш – чăн суя.
Çăлкуçĕсем тапса тăраç,–
Шывне ĕçсессĕн – ан калаç.
 
Эс пурăнсам хăв ăшăнта –
Тĕнче пур санăн чунунта,
Асамлă, вăрттăн шухăшлав;
Ăна хуплать тулти шăв-шав,
Çил ачисем те хăвалаç,–
Хăвна итле те – ан калаç!..
 
08.01.2019 15:35
Сергиев Посад