Калаçаççĕ хурăнпа юман...
* * *
Калаçаççĕ хурăнпа юман
шăкăл-шăкăл, шухă çил чупсассăн,
çил çук чух кăна сывлаççĕ ассăн
е тухсассăн ирсерен тăман.
Ыталаймĕ паттăр савнине,
хурăн вуллисем ăна тытмаççĕ,
çулçисем çеç сивĕ кĕркунне
алла-аллăн тытăнса ташлаççĕ.
Вĕрен пек тымаррисем анчах
çупăрлаççĕ пĕр-пĕрне ачашшăн.
Юнашар ялан вĕсем пуласшăн,
çыпçăнса выртасшăн çăтăрах.
07.01.2019 15:35
Сергиев Посад