Юратма пĕлмесĕр юрататпăр...
* * *
Юратма пĕлмесĕр юрататпăр,
ыталатпăр питĕ каçăхса,
юлашки сехет пекех саватпăр
хамăрăн телейлĕ хĕр туса!
Çĕнтерсен ăна, мĕн-ма мухтантăн
юлташсем санпа пĕрле чухне?
Çамрăк хĕр! Хрусталь пек эсĕ вантăн,
илтĕн эсĕ юхпике ятне.
Куçусем вара сан тĕссĕрленчĕç,
сенкерленчĕ кĕлчечек туту.
Пуç çинчен анмасть хура пĕркенчĕк,
вараланчĕ сан таса яту.
Савнипе юлсан, мĕнле аванччĕ,
çутататчĕ таврана сăну.
Мĕншĕн санăн юрату арканчĕ,
ах, хăçан çуралчĕ пăлхану?
Тĕлĕкре вăранчĕ-ши çак туйăм,
тен, юратрăн пулĕ юмахра?
Пӳтсĕр йĕкĕт, малалла эс суйăн
юлташсем ĕçтернĕ чух сăра.
Мĕн тума, кала-ха, улталарăн
çăлкуç евĕр тап-таса хĕре?
Патăн эс сăмах тумашкăн арăм –
мĕншĕн сан çаплах тапать чĕре?
Курăнмасть пулсан та чун суранĕ
ăшчике вăл вут пек çунтарать.
Кам пĕлет, хăçан çунса арканĕ?
Тен, çунсассăн, чун та тасалать…
Кĕтесре выртать хура пĕркенчĕк:
килсе çитрĕ çĕнĕ юрату.
Ырату та чул пекех тĕпренчĕ,
урăх пулмĕ хĕрĕн çухату.
08.01.2019 21:25
Сергиев Посад