– Пĕлтерĕр-ха, ăсчаххисем, пире...
* * *
– Пĕлтерĕр-ха, ăсчаххисем, пире,
мĕн хаклă-ши çак çутă тĕнчере?
– Пит хаклă саншăн хăвăн пурнăçу,
Исаевшăн пит хаклă курнăçу,
ачашăн чи хакли, палах, анне:
килеймĕ чун аннесĕр çĕр çине;
Пит хаклă шыв çулла, ĕçес килсен;
апат та хаклă, выçă çӳресен…
Хак çухалать, эпир вилсен кăна.
Сан куç çине ларсассăн çеç шăна,
тек кирлĕ мар ĕçме-çиме нимскер.
Çĕр айĕнчи тĕнче хура, тискер –
художника картина кирлĕ мар,
хуртсемпеле выртсассăн юнашар.
Вĕсем çиеççĕ урана, пуçа –
ах, кирлĕ мар ни тарçă, ни хуçа.
04.01.2019 21:30
Сергиев Посад