Эп кĕтеп, кĕтеп тăватă кун...
* * *
Эп кĕтеп, кĕтеп тăватă кун
тĕксĕм пĕлĕт çуталассине –
тĕксĕм тĕсĕ çăраланчĕ ун,
тĕсĕ ӳкрĕ пĕлĕтсем çине.
Çĕнĕ çул хĕвелсĕрех килсен,
пăчăртанчĕ тем сиссе чĕрем.
Хĕвелтухăç, пулăн-ши кĕрен?
Каласамччĕ эс мана тӳрем.
Сас памарĕ вĕçĕмсĕр тӳпе,
ăрăмланчĕ, çĕр çине пăхса.
Аттесем вĕрентнĕ йĕркепе
тимлесе кĕл турăм сăхсăхса.
Ман чĕрем лăпланчĕ те вара,
шанчăкăм çуралчĕ тепĕр хут.
Йăлтăр-йăлтăр çутă баккара
юр çинче тинех чĕртесшĕн вут.
04.01.2019 16:00
Сергиев Посад