Пуçлăхсем калаççĕ: «Чăт. Нумай ĕçле ...

Пуçлăхсем калаççĕ: «Чăт. Нумай ĕçле ...
* * *
Пуçлăхсем калаççĕ: «Чăт. Нумай ĕçле –
лайăх пурнăç пулĕ ачусем валли».
Тарласа ĕçлетĕп кăнтăрла, çĕрле –
хуçасен кăна-çке çӳпçисем тулли.
 
Чиркӳре калаççĕ: «Пирĕн – йывăр çул,
çĕр çинче ан пухăр нихăçан та мул».
Ылтăнпа витеççĕ мăнтăр кăкăра,
вăрманти кăмпа пек çитĕнет тупра.
 
Ĕç укçи илсессĕн уйăхра пĕрре,
чăтаймасăр урăх эп кĕреп чĕрре:
кам кăна тытмасть пуль манăн кĕсъене,
хăвăрт пушатаççĕ унăн çуррине.
 
Эй! Мана халь итлĕр, Дума çыннисем!
Пушанса пыраççĕ çĕршывра çĕрсем.
Пирĕнне ĕçетĕр шарламасăр юн.
Итлĕр: кăшкăратăп. Йышăнăр саккун!
 
Ĕçчене тӳлевсĕр парăр çĕр нумай
чи пуян хуçалăх çĕр çинче тума.
Савăнса ĕçлетĕр тараватлă çын,
юратса ӳстертĕр çĕрулми е тын.
 
Çав çĕре илеймĕ нихăçан никам.
Эп çĕре кĕрсессĕн, керменте ачам
ашшĕ вырăнне, тен, пулĕ çĕн хуçа,
пасарта вăл сутĕ тулăпа пăрçа.
 
Нимĕнле чиновник кĕмĕ кĕсъене –
хам эп тăрантарăп тĕрлĕ çынсене…
Çук, мана илтмерĕç Дума çыннисем:
ыйăха çапаççĕ Думăра вĕсем.
 
01.01.2019 22:00
Сергиев Посад