Валерий Брюсов. Çамрăк сăвăçа

Валерий Брюсов
 
Çамрăк сăвăçа
 
Çулăмлă куçлă вунçиччĕри йĕкĕт,
Виçĕ канаш сана эпĕ паратăп.
Вăхăт чуппийĕ пит хăвăрттăн çĕтĕ.
«Пурăн пуласлăхшăн, сăвăç», – калатăп.
 
Иккĕмĕш ĕнтĕ сĕнӳ парнелетĕп:
Хуйхă сана ыттисемшĕн ан пустăр.
Хыт юратмашкăн хăвна вĕрентетĕп.
Саншăн искусство çеç савăнăç пултăр.
 
Шурă сăн-питлĕ именчĕклĕ каччă,
Виç сĕнĕве эс манне йышăнсассăн,
Ним шарламасăр ман пуç парăнатчĕ.
Сăвăç, эп саншăн сывламăттăм ассăн.
 
21.11.2018 19:40
Сергиев Посад