Иннокентий Анненский. Тĕнчесем хушшинче

Иннокентий Анненский
 
Тĕнчесем хушшинче
 
Йăлтăрккасем пăхаççĕ уçлăхран.
Пĕр çăлтăрне ялан аса илетĕп,
Тен, вăйлăрах ăна юратнăран.
Тен, ыттисемпе тунсăхласа вилетĕп.
 
Иккĕленӳ чуна йывăрлатсан,
Унра кăна вара хурав шыратăп,
Тен, ун çути ман чĕрере пуртан.
Тен, çутăсăр, унпа пулсан, юрлатăп.
 
21.11.2018 06:45
Сергиев Посад