Çатан çинче шăвать кăпшанкă...

* * *
Çатан çинче шăвать кăпшанкă.
Чĕвĕлтетсе юрлать çĕлен.
Автан çине сикет тип шанкă.
Çăмартисем чăпар тĕвен.
Сысна хавассăн мĕкĕрет.
Саркайăк вулама пĕлет.
Çынсем пуçлаççĕ тĕтĕрме.
Çунат çапса вĕçет тĕрме.
Çуртсем ахăлтатса ташлаççĕ.
Шыва кĕме чăхсем васкаççĕ.
 
09.11.2018
Сергиев Посад