Куккуклă сехет ман сĕтел çийĕнче

Куккуклă сехет ман сĕтел çийĕнче
* * *
Куккуклă сехет ман сĕтел çийĕнче
çулла та, хĕлле те шаккать те шаккать.
Пĕлет-ши, илтет-ши хаваслă тĕнче,
ах, мĕншĕн куккук хурланса авăтать?
 
Куккукăм, куккукăм, ан йĕр, ан хурлан,
хăпартăп паян та сехет тукмакне,
анчах эп пĕлместĕп, мĕн пулĕ ыран.
Тен, кулăп, хĕвел пек, тен, кайăп хĕне.
 
Пăрахĕ сасартăк сехет шаккама:
ман алăк çинче, тен, сыхлавçă-çăра.
Çăлмашкăн чĕнеймĕн вара никама –
сан пурнăç сӳнет, пĕлĕтсем те хура.
 
Сехет пек шаккать халь аманнă чĕрем
е, чан пек, канмасăр пĕр вĕçĕм кĕрлет.
Итлет-ши, илтет-ши хăватлă этем,
куккук пек чĕлхе мĕн ăна пĕлтерет?
 
Мĕн ма-ши чĕре ман çунать кĕрлесе?
Мĕн чухлĕ çунмашкăн çитейĕ вутти?
Сисетĕп: такам вут хурать кĕтесе,
анчах илтĕнмест-çке асамлă утти.
 
Чĕре тукмакне хăпартать Вăл ялан,
йăтать те йăтать вуттине çĕклемпе.
Лаша пек тапать-ха чĕре ман паян,
ыран-ха мĕн пулĕ – каламĕ тӳпе.
 
05.09.2018 12:00
Сергиев Посад