Ача чухне чӳречерен пăхса лараттăм...

Ача чухне чӳречерен пăхса лараттăм...
* * *
Ача чухне чӳречерен пăхса лараттăм:
çатан çинче автан е авăтать,
е чăхсене хăваласа чупать.
Ял пурнăçне, чăнах, кашни кунах сăнаттăм.
Ирпе ирех кĕтӳ тухать укăлчана.
Ула ĕне çине, ав, ларнă та чана
çăра çăмне туртать чава-чава.
Йăмра çинче кĕтет ăна йăва.
Юнашарах пăхса тăрать те вĕрене
чана валли кăштах тăкать çулçисене…
Ачалăх вăхăчĕ шыв пек юхса çухалчĕ.
Пăхатăп халь вунулттăмĕш хутри чӳречерен:
асфальт çинче такам вылять пĕччен;
çын шыраса вĕрет, вĕрет салхуллă анчăк.
Пĕрне-пĕри хăваласа машинăсем,
ялта тахçан çуралнă тĕрлĕрен çынсем,
ыйтас килет, пĕлеççĕ-ши, ăçта чупаççĕ?
Çăва çине вĕсем, мăнтарăнсем, васкаççĕ.
Чăхпа автан, эсир ăçта кайса çухалтăр?
Килетĕн-ши каллех сăра ĕçмешкĕн алтăр?
 
03.09.2018 18:25
Сергиев Посад