Ах Тур-Тур! Эс мана каçарсамччĕ каллех...

Ах Тур-Тур! Эс мана каçарсамччĕ каллех...
* * *
Ах Тур-Тур! Эс мана каçарсамччĕ каллех,
çылăха çĕнĕрен сисеймесĕр кĕретĕп:
е çиетĕп нумай, е ĕçетĕп эрех,
чиркĕве те сайра, май килсессĕн, çӳретĕп.
 
Нихăçан та йĕркеллĕ эп типĕ тытман,
никама юлашки кĕпене тыттармарăм.
Пурнăçра ăнсăртран тупăнсассăн тăшман,
шел пулин та вара, эп ăна каçармарăм.
 
Нимĕнле ашака хамăн кил картине
тем шутпа çавăтса нихăçан эп кĕмерĕм.
Çук унта тахçанах ни лаша, ни ĕне,
ялĕнче те çуртсем арканаççĕ пĕрерĕн.
 
Тĕлĕкре-ха вара курăнаççĕ тӳрех
ашкăнмашкăн хĕрсем. Вĕсене, тен, пĕлетĕп.
Ах Тур-Тур! Эс мана каçарсамччĕ каллех:
çылăха çĕнĕрен сисеймесĕр кĕретĕп.
 
05.09.2018 18:45
Сергиев Посад