Çĕр варринче сасартăк эп вăрантăм...

Çĕр варринче сасартăк эп вăрантăм...
* * *
Çĕр варринче сасартăк эп вăрантăм,
ман пӳлĕме кĕрсессĕнех такам.
Хуллен утса ман паталла çывхартăн,
пăшăлтатса каларăн эс: «Салам».
Чӳречерен пăхать вăтаннă уйăх:
яштак пике тăрать-çке çарамас…
Сехет хушши сиксе вĕрерĕ туйăм,
çав çăтмаха виличченех манмас.
Тулли кăкăрсене чуптунă çемĕн
тĕлĕннипе çăвар карса тăрап:
тӳшек çинче авкаланать те темĕн,
çут кĕлетке пулса тăрать хура.
Шăл шаккаса скелет çапла каларĕ:
«Каç ирттерме санпа пĕрле аван.
Хăватлă сан хăпаракан тымарĕ.
Эс кĕт мана, килетĕп эп ыран».
 
02.09.2018 19:30
Сергиев Посад