Тĕлĕкре-ши пулнă е чăн-чăн...

Тĕлĕкре-ши пулнă е чăн-чăн...
* * *
Тĕлĕкре-ши пулнă е чăн-чăн:
кĕрсе юлнă асăма сан сăн,
йăлтăр-йăлтăр икĕ пысăк куç,
ылтăн çӳçлĕ пархатарлă пуç.
Тăпăл-тăпăл çӳллĕ кăкăрсем
астараççĕ йĕкĕте вĕсем;
илĕртӳллĕ кĕлеткӳ яштак,
мăкăнь тĕслĕ тутусем пылак.
çутăрах тĕнче, эсĕ йăл кулсан.
Чуллă ту аркатăп, эс хушсан.
Мунча çулçи евĕр çыпçăнса,
хытă чуптăватăн, авăнса.
Эп паркра çӳреп-и е клубра,
сана çеç шыратăп, сан сăнну асра.
Çывăрма выртсассăн, тĕлĕкре
юмахри пике эс, пит хитре.
Çил силленĕрен пуль кантăка
эп çĕрле вăрантăм. Карчăка
юнашар куратăп. Кив парик.
Эпĕ хам та тахçанах старик.
 
02.09.2018 15:00
Сергиев Посад