Йытă пек вĕрет...

Йытă пек вĕрет...
* * *
Йытă пек вĕрет
сивĕ çил паян,
хушăкран кĕрет,
хĕсĕнсе аран.
 
Лар-ха, çурçĕр çил,
сĕтел хушшине.
Пĕчĕк манăн кил,
витере ĕне.
 
Килтĕн эс пулсан,
маншăн – тус-хăна.
Сахăрлă палан
тасатать сăна.
 
Çăкăрпа тăвар,
ик курка эрех.
Йышăнать çăвар
шĕвеке тӳрех.
 
Аншарли ĕçер,
чиккине пĕлсе.
Кашни кун ĕçлер,
савăнăç кĕтсе.
 
Ĕç, хăна, сăра –
кăпăкланнă чух.
Вĕç те кăнтăра –
ăшă шыв пек юх.
 
Малаллах чупар
вăй пур чух паян.
Туслă пурăнар.
Тем кĕтет ыран.
 
01.09.2018 19:10
Сергиев Посад