Татăлса ан йĕр, ан макăр...

* * *
Татăлса ан йĕр, ан макăр,
ĕçлеме вăй çук пулсан.
ĕнерхи çул выртнă такăр,
паянхи – çăра тусан.
 
Малаллах чупсам, ан чарăн,
ывăнсан та – çирĕп ут.
Хăвăнтан ăçта-ха тарăн?
Пурăнма пуçла çĕр хут.
 
Ман кĕпе çинче те саплăк,
пĕртен-пĕр кĕсъе çӳхе.
Алăкран шаккатăр ватлăх –
вăй парать тăван чĕлхе.
 
Мĕншĕн-ха сывлатăн ассăн,
мĕншĕн шав тăкан куççуль?
Хăвна ху çеç юратсассăн,
йăл кулмашкăн йывăр пуль.
 
30.08.2018 13:30
Сергиев Посад