Вутăш

Вутăш
* * *
Сан сивĕ чĕрӳне уçма
эп тупрăм уçă.
Чĕрӳ пуçларĕ ăшăнма,
çуталчĕ шуçăм.
 
Сан пиçĕ, çирĕп кĕлеткӳ
асран тухаймĕ.
Паян мана лаша пек кӳл –
лаша тараймĕ.
 
Сикеп, сикеп эп ăйăр пек –
çуралчĕ кăпăк!
Кĕтмен çĕртен килет инкек:
çухалчĕ шăтăк.
 
Пике çине пăхса тăрап:
выртать мĕн хутăш?
шыва сикет те – эп курап:
хӳреллĕ вутăш.
 
29.08.2018 20:40
Сергиев Посад