Шыв хĕрринче çатăртатса çунать вут-шанкă...
* * *
Шыв хĕрринче çатăртатса çунать вут-шанкă,
ун варринче йăлтăртатса çуралчĕ шанчăк.
Асăрханса тип вуттине тата хуран –
кăвайт çинче сиксе вĕрет хитре хуран:
хăрăмĕнче пытанмалла вылять пин çăлтăр.
Каç сĕмĕнче çăлтăрсене паян кам çăлтăр?
Вĕри шывра чи вăйлă пулă та вилет,
сана вара пит техĕмлĕ яшка кĕтет…
Сĕм тĕттĕмре хĕрӳ кăвайт сӳнсе çухалчĕ,
хура тӳпе çăлтăрсенчен вăрах тасалчĕ…
Ку тĕнчере мĕн пур пекки пĕтет çавах,
çĕн пурнăçа кĕтсе илме тухать Сăмах.
30.08.2018 17:30
Сергиев Посад