Издать сборник стиховИздать сборник стихов

Сана час-час аса илетĕп...

Сана час-час аса илетĕп...
* * *
Сана час-час аса илетĕп:
илемлĕ куçусем кăвак,
шыв пек юхса чуна кĕретĕн,
ман чĕреме хыван сукмак.
 
Хĕрупраçпа туртмастăн чĕлĕм.
Кĕпӳ йӳнетнĕ çитсăран.
çук сан çинче ахахпа кĕмĕл,
çăра çӳçӳ çеç ылтăнран.
 
Черченкĕ аллусем те ылтăн:
вĕсем тума пĕлмен ĕç çук.
Эс ман пата мĕн-ма-ши пытăн?
Чĕре сиксе тапать тук-тук!
 
Чечен хĕрсем чечек пек йышлă,
эс маншăн пултăн чи хитри.
Ман пӳлĕмре пукан çеç хыçлă,
сĕтел, кивелнĕ шыв витри.
 
Санпа пĕрле çунмастăп мулшăн:
эс ху ялан виçесĕр мул.
Чун-чĕрепе кăна ан улшăн,
кашни кунах хаваслă пул.
 
29.08.2018 17:00
Сергиев Посад