Йывăçсем хушшинче сивĕ çил пĕчченех...

Йывăçсем хушшинче сивĕ çил пĕчченех...
* * *
Йывăçсем хушшинче сивĕ çил пĕчченех
хăвалать çулçăсен ушкăнне.
Ма вĕçеççĕ вĕсем васкаса ман тĕлех?
Ма лараççĕ вĕсем ман çине?
 
Сар чĕп пек çулçăсем тăлăха юлнăран
чун ăшши пуль шыраççĕ манра,
тен, сисеççĕ тӳрех: эп вĕсемшĕн тăван –
тăвана çунтараймăп вутра.
 
Чĕреме сĕртĕнсе çулçăсем манпала
калаçаççĕ пĕр авăк хуллен.
Çулĕ çук каялла, вĕçтерер малалла!
Тĕнчере юлас марччĕ пĕччен…
 
28.08.2018 15:10
Сергиев Посад