Час-часах аса илетĕп...

* * *
Час-часах аса илетĕп:
юр çинче выртать турпас,
хырăн сăмахне итлетĕп…
Вилĕмрен епле çăлас?
 
Яштака, кĕреш вуллийĕ,
тарăхса кашлать вăрман.
Çук ĕнтĕ текех куллийĕ –
макăрас килетчĕ ман.
 
Çĕлĕке хывса тăратăп
ӳкнĕ йывăç умĕнче,
ун çине пăхма хăратăп:
куççульпе йĕрет тĕнче.
 
05.07.2018 14:30
Сергиев Посад