Ватăлăх çитет те – лăпланатпăр...

* * *
Ватăлăх çитет те – лăпланатпăр.
Çамрăклăх – пĕр вĕçĕмсĕр шырав.
Хăтсăр пурнăç! Мĕн пире паратăн?
Илтеймерĕм нимĕнле хурав.
 
Ватăлăх çитсессĕн эп ăнлантăм:
вĕремест текех шĕвелнĕ юн;
хаклă пурнăç, пĕтĕмпех эс патăн
савăнмашкăн, юрламашкăн чун.
 
04.07.2018 16:00
Сергиев Посад