Ман асăмран каймасть хура мунча...
* * *
Ман асăмран каймасть хура мунча,
серте яшки, шăнкăртакан çăл куçĕ;
урам тулли чупать ача-пăча,
ĕне мĕкĕрнипе тулать ял пуçĕ.
Ăшран тухмасть пĕве çинчи ăрша;
шыв хумĕ пек чупать ырашăн хумĕ;
алран çăкăр чĕлли илет лаша;
асра юлать хĕрсен теветлĕ тумĕ.
Ĕçе тухсан, туятăп чĕрепе:
ялти çынсем тăван çемье пек маншăн.
Хаяр сăмах илтсессĕн çĕрĕпе,
чун ыратать пуль çыннăн та Ла-Маншăн.
Ман шухăмра хаваслă юрату:
унпа тулли, илемлĕ çутçанталăк,
унпа кăна çухалĕ ырату,
уçма пулать кирек мĕнле те алăк.
14.07.2018 15:30
Сергиев Посад

