Çынсем кĕреççĕ çылăха...
* * *
Çынсем кĕреççĕ çылăха,
унтан тухаççĕ ухмаха.
Çӳлти Аттеçĕм сыватмашкăн
этем çине тем те ярать.
Эй, homo sapiens, ан ашкăн,
ан асăн: «Турă каçарать».
Ăçта пăхатăн, Украина?
Кӳршӳ çине мĕн-ма вĕрен?
Халăххуна кăштах хĕрхен:
ытла пăрсан, ванать пружина.
Куратăн-и Раççей çарне,
ăна Атте пулăшнине?
Хăй ăшĕнче калать те Турă –
йăлт арканать инфраструктура.
Эй, кӳршĕ, лăпкă, сапăр пул –
тата утма якалĕ çул.
25.02. 2022
Сергиев Посад
Отзывы
Бугреев Сергей10.01.2026
Это что за тайное послание потомкам? инфраструктура Единственное понятное слово
Стеклов Юрий11.01.2026
Сергей, а homo sapiens, а Украина, а пружина?

