Ĕнер хĕвел кулса пăхатчĕ çĕр çине.

* * *
Ĕнер хĕвел кулса пăхатчĕ çĕр çине.
Паян вара çанталăк ăмăр.
Кун шучĕсем çитсессĕн те пине,
хĕвел анас чухне тӳпе пит хăмăр.
 
Е ялкăшса çунать вăл вут пекех,
хыпса илет вара юнланнă тинĕс,
е çĕр çине анма хушать те инкеке –
ӳсентăран пулма пăрахрĕ симĕс.
 
Çак çĕр çинчех пурнатпăр-ха эпир,
куçсем час-час куççуль тăкаççĕ.
Уксах ураллă ав шăл йĕрекен кассир
хĕтĕртнипе, пăхсам, билет сутаççĕ…
 
Ăçта эсир, хĕвелпеле сенкер тӳпе?
Çанталăкĕ мĕн-ма паян тĕтреллĕ?
Эп ĕненетĕп: Турă ирĕкпе
ыранхи кун пулать, пулать йĕркеллĕ!
 
01.02.2020 14:20
Сергиев Посад