Çил çывăрать. Йывăçсем шарламасăр тăраççĕ...
* * *
Çил çывăрать. Йывăçсем шарламасăр тăраççĕ.
Пĕлĕт, хĕр куçĕсем евĕр, ах, питĕ сенкер.
Ăшăпа çутă çӳлтен васкамасăр анаççĕ –
чунăма сивĕтрĕ халĕ, пĕлместĕп, темскер.
Шкул ачисем хăвалаççĕ коробкăра мечĕк,
пĕчĕк çеç анчăк ун хыççăн васкавлăн чупать.
Çакăн пек вăйă – хаваслă та чĕрĕ ӳкерчĕк.
Темшĕн çавах ман чĕре ыратуллăн тапать.
Ав, çĕмĕртсен кĕписем шуралаççĕ вăраххăн.
Техĕмлĕ шăршă, пике пек, сарасшăн сирень.
Мĕншĕн çӳретĕн çулла та, хĕлле те хăраххăн?
Мĕншĕн каç кӳлĕм паян хĕвеланăç кĕрен?
17.05.2019 18:10
Сергиев Посад