И. А. Бунин. Куракăн пур йăва, шăши те шăтăкра…

* * *
И. А. Бунин
 
Куракăн пур йăва, шăши те шăтăкра…
Ман чунăм хурланса мĕнле ыратрĕ;
кил картинчен тухма ярса пуссан, ура
тăван çуртра инкек çуратрĕ!
 
Упа та йĕнĕре, чанан та пур йăва…
Чĕре тапать, пăшăрханса канмасăр:
кĕретĕп ют пӳрте салхуллăн, мĕн тăвас,
çӳхе кутамккана хывмасăр.
 
06.11.2018 14:00
Сергиев Посад