Издать сборник стиховИздать сборник стихов

Ватлăх çитрĕ – суккăрлантăм...

Ватлăх çитрĕ – суккăрлантăм...
* * *
Ватлăх çитрĕ – суккăрлантăм.
Ман умра тĕтре.
Сăн-питӳ мĕнлеччĕ, мантăм –
чунупа хитре.
 
Çӳç шуралнă, ӳт хуралнă,
типшĕмленнĕ пуль.
Кĕркунне уй-хир çаралнă.
Пирĕншĕн – июль.
 
Асăмра çеç юлнă пирĕн
çамрăклăх ташши.
Виçĕ хут пулсан та çирĕм,
пур-ха чун ăшши.
 
Васкамасть ниçта та вăхăт,
пурăнсан тату.
Килĕшӳ тумне эс тăхăн –
пулĕ юрату.
 
04.11.2018 13:30
Сергиев Посад