Юратнăран хăвна кăна...
* * *
Юратнăран хăвна кăна
эс никама та юратмарăн.
«Этем, – калаттăнчĕ, – шăна».
Илеттĕн чунсене вуншарăн.
Вара вĕсем, çĕре кĕрсен,
эс вилессе ялан сыхларĕç.
Вил шăтăкне кĕçех лексен,
чĕр тамăка сана антарĕç.
28.12.2018 14:15
Сергиев Посад